Ҫавра сĕтел тавра

Ҫавра сĕтел тавра

Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «Шкулчченхи вĕренÿре усă курмалли хатĕрсем» темăпа çавра сĕтел иртрĕ. Мероприятире «Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» проекта хутшăнакан воспитательсем пулчĕç. Ку проекта 2019 çулта пуçланă. Проекта йĕркелесе яраканĕсем – Доброва Надежда Васильевна, филологи наукисен кандидачĕ тата Игнатьева Валентина Ивановна, педагогика наукисен кандидачĕ.

Асăннă проектăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри шкулчченхи вĕренÿре усă курма вĕренÿпе меслет кăтартăвĕсене хатĕрлесси пулса тăрать. Çавăнпа та мероприятие пухăннисем Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ 2020-2021-мĕш çулсенче кăларнă пособисене пахаларĕç, вĕрентÿре анлă усă курма мĕн чăрмантарнине палăртрĕç, кирлĕ сĕнÿсем пачĕç, вĕрентÿллĕ вăйă пуххисене хатĕрлессине планларĕç. Региона аталанăвĕн ертÿçи Инесса Ядранская пособисене кăларма пулăшнă ĕçтешсене тав турĕ, тав хучĕпе хавхалантарчĕ. Эпир те хамăр ĕҫтешсене, Гаврилова Н.П. тата Козлова Р.П. воспитательсене ҫак проекта тата ача сачĕсенче усă курмалли пособисем хатĕрленĕ ҫĕрте хутшăннăшăн ăшшăн саламлатпăр, малашне татах та ҫĕнĕ ҫитĕнӳсемпе савăнтарасса шанатпăр.

Фотогалерея